Ял пурнӑҫӗ
Исванкӑсем — сӗтел хушшинче Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш ял тӑрӑхне кӗрекен Исванкӑ ялӗн халӑхӗ ӗлӗкхи йӑлана тытса пыма тӑрӑшать. Ӑруран ӑрӑва куҫакан уявсене вӗсем тӑташах уявлаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫак ял халӑхӗ информаципе культура центрӗ умне пухӑнса ял сӑрине ирттернӗ, пӑтӑ пӗҫерсе ҫинӗ. Ватӑ ҫынсем чиркӗве кайнӑ, Турӑран тулӑх пурнӑҫ, тырӑ-пулӑ, пахча ҫимӗҫ ӳстерме ҫумӑр, лайӑх ҫанталӑк ыйтнӑ, усал-тӗсел аякра ҫӳретӗр тесе кӗлӗ тунӑ. Вӗсемех уй-хире тухса парне панӑ, кӗлӗ тунӑ. Ял-йыш сӗтел хушшине ларса пӗрле апатланнӑ. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Токанашсем ҫул тӑваҫҫӗ Ҫулла чылай ялта урамсене, картасене, кӗперсене юсассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫуккине тӑваҫҫӗ, япӑхнине ҫӗнетеҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче вырӑнти ҫул-йӗре тытса тӑрассипе, хӑтлӑх кӳрессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Акӑ, унти Токанашра ял урамне машинӑпа кӗрсе тухма май пултӑр тесе вак чул сарнӑ. Кӗме майӗ пулнӑ-ха. Ҫумӑр ҫуман чух. Пылчӑкра вара кансӗрленнӗ. Ҫула хӑтлӑх кӗртес тесе 600 метр тӑршшӗ вак чул сарнӑ. Кӑҫал та токанашсем ӗҫсӗр лармӗҫ. Хальхинче вӗсем Тӗп урамри юханшыв урлӑ каҫмӑ тума тытӑннӑ. Ҫул та унта нумаях пулмасть юсама тытӑннӑччӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Шӑмат ялӗ уяв кӗрлеттернӗ. Халӑх Акуатуйра савӑннӑ. Шӑмат ҫыннисене саламлама Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, унӑн ҫумӗ Владимир Семенов, районти депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Лариса Спасова, Сергей Малов, Петр Столяров, «Дружба» ЯХПК председателӗ Валерий Григорьев ҫитнӗ. Уявра чи малтанах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Федоров тухса калаҫнӑ, пурне те ҫак кунпа саламласа сывлӑх суннӑ. Владимир Кузьмин ял тӑрӑхӗнчи чи хастар депутатсене — Лариса Уткинӑна, Клара Офариновӑна, Ирина Ильинана, Николай Михайлова, Юрий Давыдов старостӑна — Етӗрне район администрацийӗн грамотисене панӑ, Шӑматри ветерансен ҫуртӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ Роза Ивановӑна, Зоя Филипповӑна, Мария Ефимовӑна социаллӑ ӗҫченсен кунӗпе саламланӑ, тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Уявра юбилярсене саламлама та манман. Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ӳнер ушкӑнӗсем, «Асамат кӗперӗ» ташӑ ушкӑнӗ сцена ҫинче халӑха савӑнтарнӑ. Чӑваш эстрада артисчӗсем Петр Садовников, Светлана Яковлева тата ыттисем юрӑсем шӑрантарнӑ. Шӑмат ялӗн волейболисчӗсем 5 командӑпа выляса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Шулю ял уявӗнче Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗн чылай ялӗнче ял уявӗсем иртнӗ. Канмалли кунпа тата Ҫимӗкпе пӗр килни вӗсен сумне, паллах, самаях хӑпартрӗ. Шулюра кӑҫал ял уявӗ шкул ҫумӗнчи стадионта иртрӗ. Сарлака та тӳрем вырӑн кун пек мероприятисем ирттерме питех те меллӗ. Ҫавӑнпах кунта юрӑ-ташӑ ӑстисем, спортсменсем, куракансем, сутӑҫсем валли вырӑн ҫителӗклӗ пулчӗ. Шулю, Пӗрремӗш Липовка халӑхӗ Ачкасси ял тӑрӑхӗнчи ытти ялсенчен активлӑрах. Ку уявра кӑна мар, пуху, лару ирттернӗ чухне те палӑрать. Хальхинче те уявран ватти те, вӗтти те юлман. Йышлӑ халӑх хушшинче тӗп хуламӑртан килнӗ, ҫак ялсенчен тухнӑ ентешсене — «Чавал» ентешлӗх ертӳҫин ҫумне, «Буревестник» комбинатӑн ертӳҫине Юрий Кудряшова, Чӑваш патшалӑх академийӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисткине Регина Чишкинана тата ытти сумлӑ хӑнасене — курма пулчӗ. Ҫимӗкпе тата ял кунӗ ячӗпе пухӑннисене Ачкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Герасимов, хӗрлӗчутайсен «Чавал» ентешлӗхӗн председателӗ Александр Самылкин, унӑн ҫумӗ Юрий Кудряшов саламларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Туҫасен уявӗЯл пурнӑҫӗ
Туҫасем — уявра Кашни ялӑн хӑйӗн историйӗ, хӑйӗн уявӗ. Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗ нумай пурӑнакансемпе, ҫамрӑк ҫемьесемпе мухтанпа пултарать. Ҫамрӑксем кунта ӗҫлеҫҫӗ — сахаллӑн мар. Нумаях пулмасть Туҫа ялӗ хӑйӗн уявне паллӑ тунӑ. Ӑна «Туҫари агрофирма» АХО председателӗ Геннадий Рубцов уҫнӑ, халӑха ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ ака-сухапа саламланӑ. Хӑшӗ-пӗрине Хисеп грамотипе чысланӑ. Туҫасене ҫавӑн пекех Патӑрьел район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Георгий Калинин, Туҫа шкулӗн директорӗ Петр Шашкин, ял старости Антонина Салмина, ЧР тава тивӗҫлӗ экономисчӗ Валерий Салмин саламланӑ. Вырӑнти артистсем — Надежда Яковлева, Марина Михайлова, Надежда Осипова, Оля Виноградова юрӑ шӑрантарнӑ. «Шанчӑк» тата «Савӑнӑҫ» ташӑ ансамблӗсем ташланӑ. Концерт программине Алевтина Кузнецова библиотекарь ертсе пынӑ. Унтан уява чӑваш эстрада юрӑҫисем малалла тӑснӑ. Уявра спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Александр Пузырьников турӑх ӑшӗнчи тимӗр укҫана пӗрремӗш кӑларнӑ. Михӗпе чупса Оля Челякова тата Александр Волков ҫӗнтернӗ. Тапӑчкӑ ывӑтса Сергей Щербаков мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Утаркассипе Мишеркасси ял халӑхӗ Ҫимӗк кунӗпе ял уявӗсене Шӗмешке вӑрманӗнче ирттерчӗҫ. Ӗлӗк, совет самани вӑхӑтӗнче, «Искра» хуҫалӑх панкрута тухиччен, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӗҫлесен яланах Шӗмешке вӑрманӗнче пухӑнса ӗҫпе юрӑ уявне йӗркелетчӗҫ. Малтанхи йӑла-йӗркесене чӗртсе тӑратас тесе ял тӑрӑхӗпе икӗ ял ҫыннисем самаях тӑрӑшнӑ. Вӑрманӗ те тирпейлӗ, сӗтелӗсем те янтӑ, пушартан сыхланас тесе шыв пички те хатӗр. Шӗмешке вӑрманӗнче илемлӗ юрӑ-кӗвӗ янӑрани хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратрӗ, таврана шашлӑк шӑрши сарӑлчӗ. Ӗҫ вӑхӑтне пӑхмасӑрах вӑрмана халӑх йышлӑ пуҫтарӑнчӗ. Тӑвансемпе, юлташсемпе, Мишеркасси шкулӗнче пӗрле вӗреннисемпе, вӗрентекенсемпе чылай ҫул иртнӗ хыҫҫӑн курса калаҫни темрен те паха. Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Порфирьев уҫрӗ, ял уявӗпе, Ҫимӗк ячӗпе саламларӗ. Район шайӗнчи обществӑлла ӗҫсенче палӑрнисене райадминистрацин Хисеп хучӗсене пачӗ. Пантьӑк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Музяков уява ирттерме пулӑшнӑ ял ҫыннисене — Наталия Филиппована, Людмила Анчикована, Роза Седована, Михаил Храмова, вӑрӑм ӗмӗрлӗ кинемейсене — Утаркассинчи Евдокия Михатайкинана тата Мишеркассинчи Мария Сидорована, чи нумай выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен хушма хуҫалӑх хуҫисене — Утаркассинчи Зойӑпа Леонид Лукинсене, Мишеркассинчи Зойӑпа Николай Вазяковсене — Хисеп хучӗсем парса чысларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Сӗнтӗрти район уявӗ Ӗнер Вӑрмар районӗнчи Сӗнтӗрте район кунӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнти чиркӗве уҫнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Сӗнтӗр икӗ ялтан: Чулкасран тата Сӗнтӗртен — тӑнӑ. Ҫимӗк ячӗпе ирех чиркӳре кӗлӳ пуҫланӑ, чан ҫапнӑ. Службӑна районти тата вырӑнти ял тӑрӑхӗнчи тӳре-шарасем те, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Гаврилов, пырса ҫитнӗ. Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗсенчен пӗри, Леонид Павлов, районпа ял тӑрӑхӗн хуҫисенчен юлман. Сӗнтӗр уявне ял пуҫарса яракансен тата унӑн кун-ҫулне аталантаракансен уявӗ тесе хакланӑ райадминистраци пуҫлӑхӗ Константин Никитин. Уява официаллӑ майпа уҫнӑ хыҫҫӑн юрӑ-кӗвӗ янӑратнӑ, спорт вӑййисем иртнӗ. Каҫхине вара ташӑ каҫӗ йӗркеленӗ, салют та пулнӑ. Сӑнсем (71) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Вӑрнар районӗнчи Кольцовка шкулӗнчи спортзал валли душ кабинисем лартса хума пулать-ши тесе ыйтнӑ асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Н.Н. Иванова. Анчах кӑҫал ниепле те май килмӗ. Мӗншӗн тесен ҫулталӑклӑх хыснана унчченхи ҫул вӗҫленичченех йышӑнаҫҫӗ-ҫке. Кӑҫалхине вӑрнарсем иртнӗ ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче йышӑннӑ. Унта вара кун пек статьяна пӑхса хӑварман. «Пӑхса хӑварман тӑкаксем валли укҫа уйӑрма хальхи вӑхӑтра май ҫук», — хуравланӑ Вӑрнар район администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Н.Н. Иванов. «Учреждени ытти тӑкака перекетлесен кӑна душ кабини лартма май килӗ», — хушса хунӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентешӗсене асӑнса часавай ҫӗкленӗ. Ялта тепӗр часавай та пур-ха. Унпа тӗрлӗ халап ҫыхӑннӑ. Мӗнлисем? Пысӑках марскер пӗр ӗмер кӑна лармасть-мӗн. Кунти халӑх каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тахҫан, патша вӑхӑтӗнче, ялти пӗр каччӑна ҫара илсе кайнӑ. Ун чухне 25 ҫул ҫак тивӗҫе пурнӑҫламалла пулнӑ. Еншикре ҫуралса ӳснӗ Николай Кляжев каланӑ тӑрӑх, каччӑ салтака каяс умӗн ҫав вырӑнта юман юпа лартнӑ. «Эпӗ таврӑниччен ҫак юпа ӳкрӗ тӗк эпӗ килессе ан кӗтӗр», — тенӗ вӑл имӗш. 25 ҫул иртнӗ. Каччӑ киле чиперех таврӑннӑ, юпа ҫаплипех ларнӑ-ха. Хайхискер юпа вырӑнне часавай тума шухӑшланӑ. Ҫавӑнтанпа каччӑсем салтака каяс умӗн кунта килсе тимӗр укҫа пӑрахса хӑвараҫҫӗ. Часавайпа ҫумӑн ҫӑл чавнӑ. Вӑл шӑрӑх ҫанталӑкра та типмест-мӗн. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ял хӑйӗн чылай ывӑлне ҫухатнӑ. Вӗсене асӑнса ҫӗнӗ часавай тума тӗллевленнӗ. Унта — фронтран таврӑнманнисен ячӗсем. Ҫапӑҫу хирӗнче, тылра пуҫ хунисен ячӗсем — уйрӑм. Ҫак часавая Еншикре ҫуралнӑ пӗр ҫын пуҫарӑвӗпе тума шухӑшланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Валерий Клементьев ял уявӗнче юрӑ шӑрантарать Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пупӑлькассинче ял уявне паллӑ тунӑ. Кунта ЧНКн пӗрремӗш вице-президенчӗ, чӑваш эстрадин артисчӗ Валерий Клементьев ҫуралса ӳснӗ. Вӑл унччен, Етӗрнери Культура керменӗнче культура ҫулталӑкне уҫнӑ чухне, кашниех йӑла-йӗркене сыхласа хӑварас ӗҫе тӳпе хывма тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпах вӑл хӑй ҫуралса ӳснӗ ялне хӑтлӑх кӗртме, халӑха пӗр чӑмӑра пухма, малтанхи йӑла-йӗркене ҫӗнӗрен чӗртме, вӗсене кӗҫӗн ӑрӑва парса хӑварма тапаҫланать. Валерий Клементьев пуҫарнипе кӑҫал Пупӑлькассисем ял уявне анлӑ паллӑ тунӑ. Чи малтанах халӑх яла тирпейленӗ, хӑрнӑ йывӑҫсене каснӑ, ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ. Ҫӗнӗ карта тытнӑ, лапамӑн икӗ енчен 200 яхӑн туя лартнӑ. Малтанхи клуб вырӑнӗнче клумба тунӑ. Пысӑк сцена ӑсталанӑ. Вӑл ҫурт евӗр пулнӑ. Стенд ҫине ял историне ҫутатакан сӑнӳкерчӗксем ҫакнӑ. Кунтах Сарӑту тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи ӑстасен алӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Воронова вӗтӗ шӑрҫаран хатӗрленӗ наци эрешӗсем пурне те илӗртнӗ. Кӑнтӑрлахи 11 сехетре ялӑн икӗ вӗҫӗнчен 2 ушкӑн наци тумӗ тӑхӑнса тӗп лапама ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |